Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫул ҫинче арҫынна машина ҫапса хӑварни пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: водитель ҫынна ҫапса хӑварнӑ хыҫҫӑн тарса ҫухалнӑ. Йӗрке хуралҫисем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, машина шурӑ тӗслӗ «Лада Гранта» пулма пултарнӑ.
Водителе тытса чарнӑ. «Лада Грантӑна» Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи пӗр ялта тупнӑ. Машина ҫинче юн йӗрӗ пулнӑ, бампер ҫӗмӗрӗлнӗ. Водителӗ – 50 ҫулти арҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнаканскер. Йӗрке хуралҫисем машинӑна тупнӑ хыҫҫӑн вӑл полицие хӑйех пынӑ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫакӑ та паллӑ: унччен вӑл ҫул-йӗр ҫинчи аваришӗн уголовлӑ майпа явап тытнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Виталий Яковлев художникӑн куравӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Виталий Яковлев 1949 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче ҫуралнӑ. Пӗчӗкренех графикӑпа кӑсӑкланнӑ. Унӑн амӑшӗ те ӳкерме юратнӑ.
1977 ҫулта Виталий Николаевич И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи художествӑпа графика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Виталий Яковлев – живопись ӑсти, художник-сатирик. «Капкӑн», «Крокодил», «Чаян» журналсемпе студент чухнех ҫыхӑну тытма пуҫланӑ. Пединститутран вӗренсе тухсан Вӑрмар районӗнчи Кӗлкеш, унтан Ҫӗнӗ Шупашкарти 8-мӗш тата 13-мӗш шкулсенче вӗрентекен, Шупашкарти промышленность тракторӗсен савутӗнче художник-оформитель пулса ӗҫленӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ 20-мӗш шкулта ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа турттаракансене палӑртмалли конкурс ирттерет. Транспорта 101С, 220, 234, 270-мӗш номерлӗ маршрутсем валли шыраҫҫӗ.
Пассажирсене турттаракан автобуссен вӑтам класлӑ пулмалла. Маларах асӑннӑ маршуртпа килес ҫул 62 автобус ҫула тухмалла.
Уҫӑ конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене Шупашкарти Республика лапамӗнч 2-мӗш ҫуртри 311-мӗш пӳлӗмре йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене паянтан пуҫласа раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пухӗҫ. Заявкӑсене ӗҫ кунӗсенче ирхи 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен йышӑнӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи йӗрке хуралҫисенчен карас ҫыхӑнӑвӗн салонӗсенчен пӗринче администраторта ӗҫлекен ҫын пулӑшу ыйтнӑ. Пакунлисене вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, салона пӗр арҫын кӗнӗ. Вӑл батарейка туяннӑ. Япалашӑн 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Сутуҫӑ ытлашши укҫана тавӑрса панӑ хыҫҫӑн арҫыннӑн вакки те тупӑннӑ. Администратора вӑл вак укҫа тыттарнӑ, 5 пин тенкӗлӗххине каялла илнӗ.
Арҫын лавккаран тухса кайсан сутуҫӑ 2 пин тенкӗ ҫитменнине асӑрханӑ. Улталанӑ тесе шухӑшлакан арҫынна Чулхула облаҫӗнчи Лысково хулинче тытса чарнӑ. Ӑна Чӑваш Ене конвойпах илсе килнӗ. Арҫын чӳк уйӑхӗн 15 тата 16-мӗшӗсенче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта та ҫавӑн пек улталаса ҫӳренӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӗрӗнпур облаҫӗнче пурӑнаканскер тӗрмерен кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ тухнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ.
Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ-2020» фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Ҫӗршыв шайӗнчи пултарулӑх ӑмӑртӑвне Пушкӑрт, Тутарстан республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Питӗр хулипе Ленинград облаҫӗнчи, Тӗмен тӑрӑхӗнчи тата Чӑваш Енри ӑстасем хутшӑннӑ.
Гран-прие Пушкӑртстанран килнӗ Анастасия Иванова тивӗҫнӗ. Ӑна тухья парнеленӗ тата 15 пин тенкӗ парса хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Кристина Никитина ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑна – Ленинград тӑрӑхӗнчи Роман Арсентьев, виҫҫӗмӗш вырӑна – Элӗк каччи Сергей Иванов тата Тутарстан пики Валерия Юманова.
Ушкӑнпа юрлакансене уйрӑммӑн хакланӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти «Шевле» ансамбль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗшне – Муркаш районӗнчи Илемпи Ивановӑпа Алена Дмитриева дуэчӗ.
Вырӑссем: «Сӑваплӑ вырӑн пушӑ пулмасть», – теҫҫӗ. Тӳре-шара йышӑнакан ҫемҫе пукан пирки сӑваплӑ тесе калама хӑяймӑпӑр. Апла пулин те ҫав вырӑн вӑрах вӑхӑт пушӑ тӑмасть.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, сити-менеджерӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ҫак тилхепене Ольга Чепрасовӑна тыттарнӑ. Ятарлӑ хушӑва Алексей Ладыков паян, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Ольга Чепрасова пирки Шупашкарӑн сити-менеджерӗ «опытлӑ ертӳҫӗ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра чылай ҫул ӗҫленӗ», – тесе ырланӑ май юлашки ҫулсенче Ольга Чепрасова Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ палӑртнӑ.
Пушкӑртстанри Пелепей хулинчи «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗн ертӳҫине Нина Никитинӑна Пушкӑртстанри «Сарпике» чӑваш хӗрарӑмӗсен Канашӗн Пелепей хулипе районӗнчи уйрӑмӗ (ертӳҫи - Л.С. Федорова) тата Пелепей хулинчи «Илем» чӑваш халӑх ансамблӗ юбилейпе саламлаҫҫӗ.
Нина Константиновна – Пушкӑрт Республикин вӗрентӳ ӗҫӗн отличникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн хисеплӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ.
Нина Никитина хӑй вӑхӑтӗнче медицина сестрине вӗренсе тухнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта операци сестринче ӗҫленӗ. Качча кайса ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн пепкене ача пахчине вырнаҫтарас тесе ҫавӑнта ӗҫе кайса кӗнӗ. Кайран Пелепей хулине куҫса кайнӑ.
Чӑваш хӗрарӑмӗ тӗрлӗ конкурса та хастар хутшӑнать.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкул ачисене пурне те, пур класа та дистанци мелӗпе вӗрентме янӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем ку мелпе чӳкӗн 12-26-мӗшӗсенче вӗренӗҫ.
Палӑртмалла: ку шкулта темиҫе класс карантинра пулнӑ. Унта пӗр вӗренткенӗн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Пӗр ачан амӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хушӑва хатӗрлесен сетьри журнал урлӑ ярса парӗҫ.
Каласа хӑвармалла: юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ ӳссе пырать. Чӳк пуҫланнӑранпа ку вируса пула 33 ҫын вилнӗ, юлашки талӑкра – 2 ҫын. Пӗтӗмпе 178 ҫын вилнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» предприятире ӗҫлекен рабочи икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Предприятире ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснӑшӑн халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Инкек кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхине пулса иртнӗ. 55 ҫулти арҫын йӳҫек кӑларакан цехра насус ылмаштарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл йӳҫекпе икӗ куҫне те пӗҫертсе янӑ. Тем чухлӗ сипленсен те пӗр куҫӗ халӗ те курмасть. Ҫакӑ ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳни шутланать.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑхӑннине тӗрӗслесе тӑманран тата рабочие хӳтлӗх хатӗрӗпе тивӗҫтерменрен пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.03.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Нухрат Антонина Ивановна, чӑваш журналисчӗ, общество ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пӑрачкав районӗнчи Низовка ялӗнче пӗр класлӑ училище уҫнӑ. | ||
| Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Иван Яковлевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Купчиков Альберт Тимофеевич, чӑваш историкӗ, профессорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Комиссаров Валерий Петрович, чӑваш журналисчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Сывлӑх» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |